Шупашкар хулинчи Тӗп хула пульницинче аслисем валли респиратор центрӗ уҫасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫӑнма палӑртнӑ, ӗҫе раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Респиратор центрӗ уҫассине «Паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассин тытӑмне аталантарасси» программӑра пӑхса хӑварнӑ. Документа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче улшӑну кӗртнӗ.
Программӑра палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫул вӗҫне аслисене паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен 10 пӳлӗм ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Ҫав тӗллевпе Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче, Канашри тата Ҫӗмӗрлери территорисем хушшинчи медцина центрӗсенче, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи тӗп пульницӑсенче ҫавӑн пек тата тепӗр 6 кабинет уҫӑлмалла.
Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2021 ҫулта Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премие кама парассине палӑртнӑ. Вӗсем — «Чӑваш Ен» Патшалах телерадиокомпанийӗн телевиденипе радиовещани информаци программисен службин корреспонденчӗ Енейкин Алексей Николаевич тата Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳҫи Андреева Антонина Васильевна.
Алексей Николаевича премие «Чӑвашкино» Патшалах киностудийӗпе пӗрле режиссер-сценарист пулса «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» документлӑ фильм ӳкернӗшӗн панӑ, Антонина Васильевӑна вара — Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳҫи пулса нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тата общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн. Фонд шухӑшӗпе вӗсем иккӗшӗ те Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчес, ӑна халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хунӑ.
Алейсей Енейкин — Елчӗк тӑрӑхӗнчен. Аслӑ пӗлӗве И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче илнӗ, 2011 ҫултанпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанин корреспонденчӗ пулса ӗҫлет.
Антонина Андреева — Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Вырсарникун каҫхи 7 сехет хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑплат ялӗнче харӑсах виҫӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗшне ҫӑлма май килнӗ. Пушара тӑватӑ автоцистерна сӳнтернӗ.
Шӑматкун вара Шупашкарти Энтузиастен урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре иккӗмӗш хутри балкон ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫитсен ҫулӑма пилӗк минутран сӳнтернӗ.Пушар мӗнрен тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче виҫӗ тюк улӑм ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе яма пултарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче пӗр ҫамрӑк пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
17-ри каччӑн руль умне ларма ирӗк пулман пулин те ҫав каҫхине вӑл ашшӗн машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Руль умне вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑсенче ларнӑ.
Ҫул ҫитмен водитель Тӑрмӑша «Лада-Веста» автомобильпе тепӗр ялтан ҫитнӗ. Ял урамӗпе пынӑ чухне машина ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ҫула водитель прависӗр тухнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аманса пӗтнӗ.
Чӑваш Енре 107 ҫулти ҫын пурӑнать.
Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республикӑра 90 ҫултан пуҫласа 99 ҫула ҫитичченхисем – пурӗ 5 309 пенсионер. 100 ҫултан иртнисем – 49 ҫын. Пӗр ӗмӗр ытла пурӑнакансенчен 44-шӗ – хӗрарӑмсем, 5-шӗ – арҫынсем.
Чи аслӑ хӗрарӑм, вӑл 107 ҫулта, Шупашкарта пурӑнать. Чи аслӑ арҫын, вӑл кӑҫал 102 ҫул тултарнӑ, Етӗрнере тӗпленнӗ.
РФ Пенси фончӗн республикӑри пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм
ӗмӗрлисем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Патӑрьел, Елчӗк тата Етӗрне районӗсенче пурӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енре суйлав участокӗсем хупӑннӑ. Суйлав виҫӗ куна тӑсӑлнӑ. Халӗ пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ.
Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18.00 сехет тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакансен 53,92 проценчӗ сасӑлава хутшӑннӑ. Хӑш районсем хастартарах пулнӑ? Унчченхи пекех, Елчек районӗ малта. Унта пурӑнакансен 90,39 проценчӗ сасӑланӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Тӑвай (83,19%) тата Шӑмӑршӑ (80,97%) районӗсем йышӑннӑ. Патӑрьел районӗ те вӗсенчен юласшӑн мар, унта кӑтарту 80,25 процентпа танлашать.
«Тӗрленӗ Чӑваш Ен» проект Республика кунӗнче старт илнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, кашни районти ӑстасем республика карттине тӗрлӗҫ. Уявра Чӑваш тӗррин музейӗ кашни района чиккисене ӳкернӗ картинӑна валеҫсе панӑ.
Ӑстасем ҫӑвӗпех ӗҫленӗ. Акӑ карттӑн пӗрремӗш пайӗсем музея ҫитнӗ. Шупашкар районӗн карттине Любовь Вазюковӑпа Анастасия Андреева тӗрленӗ. Елчӗк районӗнче ку ӗҫе Римма Парферьева пурнӑҫланӑ. Вӑрнар районӗнче вара карттӑна Елена Есенцева тата Елена Шарипова тӗрленӗ. Красноармейски районӗн карртине Жанна Михайлова хатӗрленӗ.
Проект положенийӗпе килӗшӳллӗн, карттӑсен тӗрленӗ пайӗсем музея авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитмелле. Унтан вӗсене «Паха тӗрӗ» хапрӑк ӑстисем пӗрлештерӗҫ. Тӗрленӗ карттӑпа халӑха Чӑваш тӗррин кунӗнче, чӳкӗн 26-мӗшӗнче, паллаштарӗҫ.
Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Кӗҫех шапасем те юлмасран кулянаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакансем.
Мӗн пулса иртет унта? Ҫынсем ҫакна вырӑнти сыр пӗҫерекен савутпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти лайӑх мар шыва Таяпа юханшывне ярать, лешӗ вара Кӗҫӗн Пӑлана юхса кӗрет. Савут директорӗ те тунмасть: тасатмалли сооруженисем юрӑхсӑра тухнӑ, ҫӗннисене вара туянса ӗлкӗреймен.
Унччен юханшывра шыв таса пулнӑ, ҫынсем шыва кӗнӗ. Халӗ вара ӑна хурсем те ӗҫесшӗн мар. Валерий Орлов кашни кун юханшыв хӗррине кайса вилнӗ пулӑсене пуҫтарать, шыва тасатать, унсӑрӑн ялта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлӗ.
Район прокуратури административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне Росприроднадзор савута штраф ҫырса панӑ. Ҫапах ним те улшӑнман, пулӑсем ҫаплах вилеҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре пурӑнакан Молоствов Анатолий Ефимович психиатр тухтӑр Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗнчен тав сӑмахӗ илнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Анатолий Ефимовичӑн Елчӗкри тӗп район пульницинчи ӗҫ стажӗ ҫур ӗмӗре яхӑн тӑсӑлать. Кунта вӑл 49 ҫул хушши вӑй хурать. Малтан невропатолог вырӑнӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн ӑна тӗп врач должноҫне шанса панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл 20 ҫул хушши психиатр пулса ҫынсене йышӑнать.
Психиатр тухтӑр тав сӑмахне 80 ҫулти юбилей ячӗпе тивӗҫнӗ. Сывлӑх сыхлав министерстви палӑртнӑ тӑрӑх унӑн кил-йышӗнче хӑйсен ӗҫ-хӗлне медицинӑпа ҫавӑн пекех арӑмӗ Любовь Сергеевна тата хӗрӗ Татьяна Анатольевна ҫыхӑнтарнӑ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ Исаковсем патшалӑхран ҫурт тивӗҫӗс тесе 2014 ҫултанпа черетре тӑнӑ. Вӗсен ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланнӑ.
Нумаях пулмасть вӗсем икӗ хутлӑ ҫурт уҫҫине илнӗ, ҫӗнӗ пӳрт уявне паллӑ тунӑ. Ҫурт лаптӑкӗ 123,5 тӑваткал метрпа танлашать. Ӑна тумашкӑн 3 миллион та 261 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Подрядчик ӗҫе кӗске вӑхӑтра хӑвӑрт туса пӗтернӗ.
Павелпа Тамара 7 ача ҫуратнӑ. Асли качча кайнӑ, хӑйӗн те ача пур. Тӑватӑ ывӑлӗ шкулта вӗренет. Кӑҫал хӗрӗ Ангелина парта хушшине ларма хатӑрленет. Семен килте амӑшӗпе-ха.
Унччен Исаковсем 40 тӑваткал метрлӑ ҫуртра пурӑннӑ. Туалет тулта пулнӑ. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртра пӗтӗм хӑтлӑх пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |